Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Волков Геннадий Никандрович

Волков Геннадий НикандровичВолков Геннадий Никандрович — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

1982 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 2001 ҫулта Раҫҫей Федерациӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, 1987 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ячӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ.

1967 ҫулта К.Д. Ушинский ячӗллӗ СССР АПН премиӗн лауриачӗ пулнӑ. 1997 ҫултан Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ. 1987 ҫулта Киргизи АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята панӑ.

Темиҫе ылтӑн медале тивӗҫлӗ пулнӑ.

Кун-ҫулӗ

1949 ҫулта Чӑваш педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне, 1952 ҫулта Хусанти педагогика институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ.

1952-1972 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗнче аслӑ преподаватель пулса, педагогика кафедрин доценчӗ, проректор вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. 1972-1993 ҫулсенче Раҫҫей Федерациӗн ҫут-ӗҫ министерствин наци шкулӗсен НИИ секциӗн заведующиӗ пулнӑ. 1972-1982 ҫулсенче Эрфуртри аслӑ педагогика шкулӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

500 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче 27 монографи. Халӑх педагогикине тӗпчесе аталантарнисӗр пуҫне вӑл хайлавсем ҫырассипе те, ытти авторсен ӗҫӗсене куҫарассипе те, халӑх пултарулӑхне пухассипе те паллӑ пулнӑ. Константин Иванов, Иван Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Лев Толстой пултарулӑхне тӗпчесе статьясем ҫырнӑ. Хайлавӗсем «Асанне калавӗсем», «Шӑллӑмсемпе йӑмӑксене», «Юманпа хӗвел» тата ытти кӗнекесенче пичетленнӗ.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Васильев, E. «Аҫу–аннӳн, чӑваш халӑхӗн тата аслӑ ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ ывӑлӗ пулӑн...» / E. Васильев // Ялав. — 1997. — 11№. — с.73.
  • Васильев, E. Пурнӑҫ ҫулӗ / E. Васильев // Хыпар. — 1997. — юпа 31. — («Хыпар» кӗнеки; 27№; с.3).
  • Васильева, О. Тӳрӗ те ырӑ чунлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ / О. Васильева // Хыпар. — 2006. — кӑрлач 18.
  • Волков, А. Вӗрентекен пулма Турӑ пӳрнӗ / А. Волков // Хыпар. — 1997. — юпа, 29.
  • Иванов, В. Г. Н. Волков нимӗҫсене чӑвашла вӗрентни ҫинчен / В. Иванов // Халӑх шкулӗ. — 1997. — 5–6№. — с.86–87.
  • Иванов, В. Чӑваш, Раҫҫей, СССР, Германи халӑхӗсен вӗрентӳҫине тавах / В. Иванов; фот. Г. Верблюдов // Чӑваш тӗнчи. — 2005. — Раштав (3№). — ҫ.8; ҫавах // Хыпар. — 2002. — чӳк, 2.
  • Малышкин, Н. Волков Геннадий Никандрович // Малышкин, Н. Ф. Eлчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем / Н.Ф. Малышкин. — Ҫӗрпӳ, 2000. — с.14–16.
  • Очинникова, К. Ӑш пиллӗх тӗнчи / К. Очинникова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2003. — кӑрлач, 10 (2№). — с.4.
  • Тӳрӗ те ырӑ чунлӑ пулма вӗрентет // Тӑван Атӑл. — 2006. — 1 №. — с.72.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-10-31 10:16:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 15694 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем